Чӑваш Енри спортсмен Польшӑра иртекен Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене хутшӑнма тивӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чикӗ леш енчен ырӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентеш ӑмӑртура чи лайӑххи пулнӑ.
Тупӑшӑва 111 ҫӗршыври 3,5 пин атлет хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Алексей Германов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче ӑмӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне гимнаст тепӗр номинацире вӑй виҫнӗ. Унта вӑл пиллекмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Германов тӑван тӑрӑха таврӑнсан та канаймасть. Унӑн Европа чемпионатне хатӗрленмелле. Вӑл вара Италире иртӗ.
Пирӗн ентеш ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ туса савӑнтарать. Чӑваш спортсменӗ каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Даурен Куруглиев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ.
Нумаях пулмасть грек-рим, ирӗклӗ тата хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе Европа чемпионачӗ иртнӗ. Даурен Куруглиев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче ҫӗршыв тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ.
Раҫҫей командин пухмачне пӗтӗмпе 5 «ылтӑн», 4 «кӗмӗл», 7 «бронза» кӗнӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Парижра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет.
Шупашкарта пурӑнакан спортсмен Алексей Германов нумаях пулмасть Португалире спорт аэробики енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алексей Германов Оксана Дьячук тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксем 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей спортсменӗсем «Ташӑ гимнастики», «Гимнастики платформи» дисциплинӑсенче чи нумай балл пухнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Алексей Германов Европа чемпионачӗсенче кунпа пӗрле тӑваттӑмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Икӗ ҫул каялла вӑл Европа чемпионтӗнче икӗ хут чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр вара спорт аэробики енӗпе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем черетлӗ ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Хӑвӑрт утас енӗпе спорт шкулӗнче вӗренекен спортсменкӑсем Швецире медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту Швецири Эскильстуан хулинче иртет. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗ юниорсен хушшинче пырать. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пирӗн ентешсем те кӗнӗ.
Старт кунӗнчех пирӗн хӗрсем 10 000 метра хӑвӑрт утса пьедестал ҫине хӑпарнӑ. Чи лайӑх кӑтартупа Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республики чысне хӳтӗлекен Клавдия Афанасьева палӑрнӑ. Вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи Ольга Шаргина иккӗмӗш пулнӑ. Пирӗн ентеш Мария Лосинова вара виҫҫӗмӗш картлашка ҫине хӑпарнӑ.
Мускав облаҫӗнчи Ерино поселокӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Альбина Чинчикеева ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Ку пирӗн ентешсен пӗртен пӗр награди мар. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Виктория Иванова чӑрмавлӑ 3000 метра чупса финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Альбина Чинчикеева вара 1500 метра парӑнтарса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Таллинра вара юниорсен хушшинче Европа чемпионачӗ иртет. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 80 юниор кӗнӗ. Паян каҫхине хӑвӑрт утакансем 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире тупӑшӗҫ. Унта Чӑваш Ен спортсменӗсем Кирилл Фролов тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Надежда Сергеева Европа чемпионачӗн наградине илессишӗн старта тухӗҫ.
Аса илтерер: Надежда Сергеева Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче юниорсен хушшинче 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртса пиллӗкмӗш пулнӑ. Кирилл Фролов вара ҫав дистанцирех финмша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ.
Шупашкарта ырантан пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. Ҫав вӑхӑтра атотранспорта ӑҫта кирлӗ, унтан ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ.
Асӑнӑн виҫӗ кунта ирхи 7 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен Чапаев тата Ҫӗрпӳ урамӗсемпе — вӗсем Юрий Гагарин урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан тытӑнса Андриян Николаев урамӗпе пӗрлешнӗ таран — ҫӳреме чарӗҫ. Ӗҫлӗ проездра ҫула хупӗ: вӑл Карл Маркс урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Президент бульварӗпе пӗрлешнӗ вырӑна ҫитиччен.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 30 минутчен урапасене Президент бульварӗпе тата Ленинград урамӗпе, вӗсем Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапампа пӗрлешнӗ вырӑн таран, ҫӳреме чарӗҫ. Ҫапах та ку чӑрмав троллейбуссене пырса тивмӗ. Шупашкар заливӗн дамбипе те иртме мйа килмӗ. Чару ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен 20 сехет те 20 минутчен тата 22 сехет те 30 минутран 23 сехет те 30 минутчен тӑсӑлӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче троллейбуссне ҫурҫӗрччен ҫӳреттерӗҫ.
Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа команда чемпионачӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. 38 кун кӑна. Ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетсем кӑна мар хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев чемпионат вӑхӑтӗнче республикӑна килмешкӗн Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионкине Елена Исинбаевӑна официаллӑ мелпе чӗннӗ.
«Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн спорт корреспонденчӗ Вячеслав Ильин Мускавра унпа тӗл пулнӑ.
— Эпир Мускавра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх тупӑшрӑмӑр. Сочире пулнӑ хӗллехи Олимп вӑййисенче ҫӗнтертӗмӗр. Халӗ Шупашкарта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленӗпӗр, — тенӗ Елена Исинбаева спортсменка.
Шупашкар хулин ҫыннисем, республикӑн тӗп хулин илемӗпе, культурипе паллашма кӑмӑл тӑвакансем хулан кӳлмекӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ май «Мать-покровительница» монуменчӗпе ҫывӑх инҫех мар вырнаҫнӑ мӑнаҫлӑн сарӑлса тӑракан, тӗксем, купаласа ҫитермен пысӑк ҫурта асӑрхама пултарнӑ ахӑртнех. «Пӗр компани ушкӑнӗн паллӑкӗ» (выр. Памятник одной группе компаний) — ҫак ҫурт ҫинчен акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа 2015 ҫулта иртекен Европа чемпионатпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ май ҫапла шӑхвӑртса каларӗ республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев. Чемпионат ҫитес тӗлнелле ҫак сӗмсӗр сӑн-сӑпат кӳрекен ҫурта купаласа, «Сувар-отель» тумаллине малтанах паллӑртса хунӑ ав мӗн. Ҫапах ҫак ҫуртпа хуҫаланакан «Одис» Йошкар-Олари организаци отельне купалас ӗҫӗ паянхи кун та пуҫарӑнман. Ун вырӑннӗ ҫурт ҫинче хитре кӑнаҫ «Пуласлӑх кунта» текстлӑ пысӑк баннер ҫакӑнса тӑрать. Ку вара чӑнах та кулӑшла. Кун йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗн, тен, хӑйне май символла пӗлтерӗшӗ пур?
Анчах ҫак хӑна ҫуртне купаласа, ӗҫлетрсе ярас ӗҫ чемпионата ирттернӗ чухне самаях пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |